Пурнǎç пурǎнса ирттересси уй урлǎ каçасси мар
"Пурнaç пурaнса ирттересси уй урлa каçасси мар", - тенe ваттисем. Чaнах та пурнaçaн нуши-тертне курса ирттернe çынсем каланa çак сaмахсене. Çулсем кайнa çемeн вара, уй урлa каçма мар, урам урлa кÿршe патне каçма та йывaрланса пырать. Çамрaк чухне ватa кинеми туя тытса ерипен пынине куратaн та, эсe хaв çавaн пек нихaçан та ватaлассaн туйaнмасть. Анчах пурнaç хaйeннех тaвать, çулсем сисeнмесeрех иртеççe, вaй-хал та чаксах пырать. Шaпах, çак вaхaтра кирлe те eнтe ватa çынсене çывaх çынсен пулaшaвe. Мeншeн пур ачи-пaчин чунeнче те çуралмасть-ши çак туйaм? Ашшe-амaшeсене пулaшас вырaнне вeсем эрех-сaра eçсе пуçeсене минретеççe, хaйсене пурнaç панa çыннисене килтен хaваласа кaларса яраççe.
Шaпах çакaн пек, тeрлe шaпаллa çынсем пуçтарaннa та eнтe Çавалкасри ваттисен çуртeнче. Мeн тeрлe çынна курмаççe-ши, мeнле кaна кaмaл-туйaмлa çынпа хутшaнма лекместь-ши çакaнта eçлекен социаллa eçченсене. Питe маттур, çирeп чунлa çынсем eçлеççe çак ваттисен çуртeнче. Вeсен шутeнче: Ираида Миронова, Ирина Владимирова, Татьяна Михайлова, Людмила Данилова, Галина Константинова, Галина Васильева нумай çул хушши чунeсене парса тaрaшаççe ватасемшен. Ираида Миронова 2001 çултанпа тaрмашать çакaнта, 2008 çултанпа вара – ертÿçe пулса тимлет. Ырa кaмaллa, маттур ертÿçeне пeрле eçлекенсем те, çак çуртра канлeх тупнисем те хисеплеççe.
Юлашкинчен çакна калас килет. Аслисене сума сусан, вeсене юлашки çула каяччен тивeçлeн пaхса пурaнсан кaна эпир, вeсен ачисем, хамaра пурнaçа тивeçлe пурaнса ирттеретпeр тесе шутлама пултаратпaр. Яланах асра тытасчe пирeн çак сaмахсене.